Моя семья на чувашском языке сочинение

Хура хыççăн шурă килет, шурă

хыççăн каллех хура таврăнать…

Çак çаврăнура çынсен шăпи хуллен шăвать,

Хурипе шуррине тутантарать.

Виталий Родионов

«Шăпаран иртме çук»,- теççĕ ваттисем. «Çуралсан ачан çамки çине унăн пулас шăпине çырса хунă»,-тенине те илтме пулать. Анчах кама еплерех шăпа пÿрнине никам та калама пултараймасть. Шăпа кĕнекин хăйĕн вăрттăнлăхĕ пур иккен.

Ватă çынсем хăйсен пурнăçĕ çинчен хаваслансах каласа параççĕ. Эпĕ пурнăç тути-масине аванах ас тивсе курнă çынсен аса илĕвĕсене итлеме юрататăп. Вĕсем ĕлĕкхи пурнăç çинчен хаçат-журнал тăрăх мар, хăйсен чун-чĕри витĕр иртнĕ хĕн-хурсене, асапсене, савăнăçсене чăн-чăн туйнă, курнă, пĕлнĕ.

Акă ман кукамайпа кукаçи те хăйсен ачалăхĕ, çамрăклăхĕ çинчен каласа пама юратаççĕ. Эпĕ вара питĕ тимлĕн итлесе ларатăп та, вĕсемпе пĕрле пулнă пекех туйăнать. Таса чуна вараламасăр, пĕр-пĕрне пĕр сивĕ сăмах каламасăр, юратса, хисеплесе пурăннă вĕсем. Ватăсен хурипе шурри чылай пулнă ĕнтĕ, вĕсен мĕн каламалли пурах.

Манăн ват кукаçи, Семёнов Аким, колхоз йĕркелесе яриччен пилĕк çул лавккара ĕçленĕ. Питĕ ырă кăмăллă, хисеплĕ çын пулнă вăл. Çĕнĕ саманасем пуçлансан ăна колхозра завхоз ĕçне шанса панă. Пин те тăхăр çĕр вăтăр иккĕмĕш çулта, сехер вăхăтсем пуçлансан, ăна ĕçленĕ çĕртенех ним каламасăрах таçталла ăсатнă. Ун чухне ăçта ăсатнине, мĕншĕнне никам та пĕлмен. . Ват кукаçине, Çемене, ним айăпсăр тĕрмене ăсатнă. Сталин саккунĕсем улшăнсан айăпсăр ăсатнă çынсене реабилитаци тăва пуçланă. Анчах ват кукаçи унччен пурăнайман. Халĕ ăна мĕншĕн айăпланине, ăçта вилнине никам та пĕлмест. Пин те тăхăр çĕр вăтăр çиччĕмĕш çулта вăл киле таврăнать. Вара каллех ман ват кукаçи пин те тăхăр çĕр хĕрĕх пĕрмĕш çулччен колхозра тăрашса, вăй хурса ĕçлет. Акимов Алексей платник та пулать, комбайнпа та ĕçлет. Пин те тăхăр çĕр хĕрĕх пĕрмĕш çулта вăл хăй ирĕкĕпе хăрушă вăрçа тухса каять. Аслă Çĕнтерÿ çулĕччен хаяр çапăçусене хутшăнать. Киле йывăр аманса таврăнать. Ват кукаçи пĕр вăхăт колхоз председателĕ пулса вăй хурать. Мĕн чире кайичченех вăл ялта тăрăшать: бригадир та пулать, ферма заведующийĕ те. Ытти ĕçсенчен те пĕрре те пăрăнмасть. Чире те парăнмасть, çÿренĕ çĕртех вилсе каять.

Манăн кукамай, Акимова Аксинья, çав тери ĕçчен çын пулса ÿснĕ. Ăçта кăна ĕçлемен ĕнтĕ вăл ĕлĕкхи йывăр вăхăтсенче! Вăрçă пуçлансан, кукамай вун пиллĕкре чухне, Нижнетроицк енне вăрман касма кайнă. Ун хыççăн колхозра тĕрлĕ-тĕрлĕ ĕçсене хутшăннă: çулла утă çулнă, кĕр кунĕсенче лашапа тырă турттарнă. Бригадир мĕн хушнă, çавна тунă. Кукамайăн пĕрремĕш упăшкине халăх тăшманĕ тесе тĕрмене ăсатнă. Çавăнпа кукамая халăх тăшманĕн арăмĕ тесе ултă çул ферма кĕтĕвне кĕттернĕ. Вăл кунĕпе фермăра тăрăшнă: ĕне сунă, пăру пăхнă, кĕтÿ кĕтнĕ. Питĕ нумай вăй хунă вăл хăйĕн пурнăçĕнче. Пĕр ĕçрен те хăраса тăман, ÿркенмен. Пурне те юратса, тăрăшса ĕçленĕ. Халĕ те кукамай, ватăлнă пулин те, ĕçсĕр лараймасть. «Виличчен те алăран ĕç ан кайтăрччĕ»,- тесе яланах сăмахлать.

Манăн кукаçи те, Алексей Семёнович, йывăр вăхăтра пурăннă. Ват кукаçине тĕрмене ăсатнă чух, вăл ача пулнă, шкула çÿренĕ. Анчах репрессине пула вăл малалла вĕренеймен. Çавăнпа ултă класс кăна пĕтерейнĕ. Кукаçи питĕ ăслă, шеп çын пулнă. Хăрушă вăрçа вăл çамрăклах тухса кайнă. Çапăçу хирĕнче пулемётчик пулнă. Кукаçи вăрçăра чылай çапăçăва хутшăннă. Смоленск хулине хăтарнă чух ăна уринчен амантнă. Ури сусăрланнă пулсан та вăл киле сывă таврăннă. Ун чухне Алексей Семёнович çирĕм çиччĕре пулнă. Кукаçие вăрçă ветеранĕ тесе хисеплесе медаль тата Аслă Аттелĕх вăрçă орденĕ панă. Вăл питĕ хăюллă, çирĕп сывлăхлă, чăтăмлă çын пулнă. Кукаçи нимĕнле хăрушлăхран та хăраса тăман. Шкулта вĕренме май килмен пулсан та вăл çав тери хитре ÿкеретчĕ. Эпĕ ăна ас тăватăп-ха: ман валли кукаçи тĕрлĕ чĕр чунсен сăнарĕсене ÿкерсе паратчĕ, вĕсем çинчен ăнлантаратчĕ. Манпа калаçма юрататчĕ. Унăн ÿкерчĕкĕсене эпĕ тирпейлĕ усратăп. Кăмăл хуçăлнă вăхăтра вĕсене пăхса ларсан чунăм уçăлса каять. Кукаçипе ăшшăн пуплешнĕ пекех туйăнать.

Тата манăн хамăн асанне çинчен каласа парас килет. Унăн ячĕ Елена Степановна. Эпĕ асаннене лайăхах ас тумастăп: ун чухне пĕчĕкрехчĕ-ха. Ун çинчен мана атте каласа пачĕ. Елена Степановна та çав тери ĕçчен çын пулнă иккен. Вăрçă

вăхăтĕнче вăл вун виççĕре кăна пулнă пулин те ытти ачасемпе фермăра пăру пăхнă, хирте çум çумланă, утă пуçтарнă. Ахальтен мар ăна «Ĕçре палăрнăшăн» медальпе чысланă. Асатте вилнĕ хыççăн асанне тăватă ачине пĕччен ура çине тăратать. Вĕсем пурте хисеплĕ çынсем. Асанне мĕн виличчен тăрмăшса ĕçленĕ.

Асаттене те, Ильин Михаила, эпĕ курман. Вăл, атте каланă тăрăх, паттăр çын пулнă. Вăрçăра танкист пулса Кенигсберг хулине çитнĕ. Унта ăна йывăр амантнă хыççăн киле ăсатнă. Вăрçă пĕтсен, суранĕсем тÿрленмен пирки, вăрахах та пурăнайман.

Çапла манăн çемье историйĕ пуян та калăплă. Эпĕ хамăн çавăн пек хăюллă та ăслă, хастарлă та пултаруллă несĕлпе: ват кукаçипе, Акимов Семёнпа, кукаçипе, Алексей Семёновичпа, кукамайпа, Аксинья Романовнăпа, асаннепе, Елена Степановнăпа, асаттепе, Ильин Михаилпа, мухтанатăп, мăнаçланатăп. Вĕсем, чăнах та, Пушкăртстан историйĕнче тарăн йĕр хăварнă. Вĕсем çав тери лайăх, тĕрĕс пурнăç пурăнса ирттернĕ тесе шутлатăп эпĕ. Пирĕн те вĕсенчен тĕслĕх илсе пурăнасчĕ, вĕсем пекех хисеплĕ çын пуласчĕ, ĕмĕре чыслă ĕçпе, таса кăмăлпа, пуян ăс-хакăлпа, çĕр çинчи тивĕçе туйса пурăнса ирттересчĕ, ырă ят хăварасчĕ .

Районный конкурс сочинений, посвящённый дню Республики и Году литературы «Пою мою республику»

Моя семья – моя крепость

Тинякова Александра Анатольевна

11 класс

муниципальное общеобразовательное

казённое учреждение

средней общеобразовательная

школа с. Нижнеулу-Елга

муниципального района Ермекеевский

район Республики Башкортостан

Ильина Любовь Геннадиевна

Презентация по чувашскому языку на тему «Наша семья».

Оценка 4.9

Презентация по чувашскому языку на тему «Наша семья».

Познакомится с семьями одноклассников. Выяснить, какая семья может называться дружной. Почему? Ответьте на этот вопрос. Моя семья – это мама, папа и я. Составить рассказ о своей семье. Составить диалог, используя новые слова. Вспомнить слова по теме «Семья». Уважение к отцу и матери, тёплые взаимоотношения.Презентация на тему «Наша семья».

Материалы на данной страницы взяты из открытых истончиков либо размещены пользователем в соответствии с договором-офертой сайта. Вы можете сообщить о нарушении.

Обновлено: 10.03.2023

  • Для учеников 1-11 классов и дошкольников
  • Бесплатные сертификаты учителям и участникам

Чӑваш чĕлхи — тӑван чĕлхе

Эй, челхем, анне панӑ чĕлхем,

Янӑра эс çут тĕнчере!

Ыттине çер чĕлхе хуть пĕлем,

Эсĕ ман пĕрре çеç – пĕрре

Тӑван чĕлхе. Мĕн-ши вӑл тӑван чĕлхе? Ман шутпа, тӑван чĕлхе вӑл атте-анне, асаттепе асанне чĕлхи, эпĕ çуралнӑ çуралманах калаçа пуçланӑ чӑваш чĕлхи. Тӑван чĕлхепе калаçса эпир хамӑр шухӑш-туйӑма палӑртатпӑр, чуна уçатпӑр, кӑмӑла çĕклетпĕр. Атте-анне чĕлхи мӑн асаттесемпе асаннесен пурнӑçĕ – шӑпи çинчен аса илтерсех тӑрать, хамӑр пуласлӑх пирки шухӑшлаттарать.

Сӑмахран илес пулсан, тӑван чĕлхене юратман çын ашшĕ-амӑшне тӑван халӑхне те, çĕрне-шывне те юратма пултараймасть. Эп шутланӑ тӑрӑх тӑван чĕлхе – тӑван халӑхӑн иксĕлми ӑс-тӑн çӑл-куçĕ. Çак çӑл-куçран эпир мĕн ачаран тумламӑн-тумламӑн пĕлӳ илсе ӳсетпĕр. Аннен кӑкӑр сĕчĕпе пĕрле унӑн ачаш та лӑпкӑ сассипе, вӑл сӑпка юрри шӑрантарнине илтетпĕр.

Чӑнах та, нумай çул иртрĕ пулин те тӑван чĕлхене пĕтме парас марччĕ. Чылай паллӑ ӑсчахсем, писательсемпе поэтсем чĕлхемĕр çинчен мӑнаçланса калани тĕл пулать. Тĕслĕхрен, А.Артемьев каланиех илер.

Шутлатӑп, шутлатӑп та ачана мĕн пĕчĕкрен чӑвашла калаçма вĕрентмелле. Акӑ эпĕ эпĕ 7-мĕш класа çитрĕм. Анчах та вырӑсла та, чӑвашла та тĕрĕс те яка калаçатӑп, çырма та аван пĕлетĕп. Ют чĕхесене те вĕренме тӑрӑшатӑп. Аттепе анне килте чӑваш чĕлхине сума суни, хисеплени курӑнсах тӑрать. Ытти çемьесенче «мама»,»папа» тесе чĕнеççĕ пулсан, пире аттепе анне тесе чĕнме вĕрентнĕ. Мĕнле илемлĕ, янӑравлӑ янӑрать çак икĕ сӑмах.

Çапла вара, çут тĕнчере пин-пин чĕлхе. Вĕсем хутӑшаççĕ, тупӑшаçççĕ, çывӑхланаççĕ. Пĕр-пĕрне парнесем те параççĕ, парнисем вара – сӑмахсем.

Ман чӑвашах пулас килет. Тӑван чĕлхене хисеплени хамӑртанах килет. Манӑн чĕлхем малалла та янӑрасса шанас килет. Эпĕ ӑна ĕненетĕп. Вӑл çĕр çинчен ан çухалтӑр.

Телей вăл — тулли те çирĕп çемье Çемье — кашни çын пурнăçĕнче чи кирли. Вăл хитре те телейлĕ пулнине нимĕн те çитмест. Лайăх çемьере кăна ырă та лăпкă ачасем çитĕнеççĕ. Ỹссен те вĕсем тĕрĕс те тỹрĕ çул çинчен пăрăнас çук. Çĕршыва юрăхлă çын пуласси те никамран та мар, чи малтан çемьерен килет. Чăваш Енре кăçал Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ. Çавна май районта пурăнакан чылай çемьене ырăпа палăртас килет, вĕсенчен пĕри — Туктамăшри Галинăпа Сергей Таеровсен çемйи. Ытти çемьесенчен Таеровсем мĕнпе палăрса тăраççĕ-ха? Çирĕппĕнех калама пулать, ĕçченлĕхпе. Çемье пуçĕн, Сергей Витальевичăн, пушă вăхăт та, канмалли кунсем те çук темелле. Ир-каç вăл картишĕнче — выльăх-чĕрлĕхпе аппаланать, ĕне, вăкăр усранисĕр пуçне Таеровсем лашасем ĕрчетсе услам тăваççĕ. Ĕç кунĕсенче Сергей Витальевич Росреестрăн районти уйрăмĕн çĕр ыйтăвĕсен специалистĕнче тăрăшать. Канмалли тата çу кунĕ-сенче ăна тăтăшах уйра тата ял çыннисен анкартийĕсенче курма пулать: хăйĕн МТЗ-82 тракторĕпе çĕр сухалать, курăк çулать, утă тĕркемĕсем те тăвать. Пĕр сăмахпа каласан, ялан ĕçре. Сергей Витальевич 1967 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнче Туктамăш ялĕнче çуралса ỹснĕ. Ку тăрăхра унăн ашшĕ-амăшне пĕлмен çын çук та пулĕ. Ашшĕ, Виталий Петрович, пурнăçне ялхуçалăхне халалланă, чылай çул ферма заведующийĕнче те, совхозра уйрăм управляющийĕнче те ĕçленĕ. Амăшĕ, Клавдия Николаевна, 40 çул ытла ачасене шкулта вĕрентнĕ. Çемьере 9 пĕртăван ỹснĕ, юлашкинчен иккĕмĕшĕ — Сергей. — 1983 çулта Çеруш Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕн студенчĕ пулса тăчĕ. Унтан вĕренсе тухсан тỹрех районти вăрман хуçалăхне çул тытрĕ. Ăна Пантьăк лесничествин иккĕмĕш участок маçтăрне лартрĕç. Ĕçленĕ хушăрах Йошкар-Олари политехника институтĕнчен вĕренсе тухрĕ, — Клавдия Николаевна ывăлĕ çинчен 1998 çулта çакăн пек пĕлтерни халĕ те асрах-ха. Шел те, паянхи кун Виталий Петровичпа Клавдия Николаевна çут тĕнчере пирĕнпе пĕрле мар, йывăр тăпри вĕсен çăмăл пултăр. Палăртмалла, Таеровсем яланах картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă. Тивĕçлĕ канура пулин те, паянхи пекех астăватăп, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулсен вĕçĕнче Клавдия Николаевнăпа Виталий Петрович 13 пуç сысна, 2 вăкăр, ĕне, 10 сурăх, чăх-чĕп тытнă. Çав çулсенче Виталий Петрович çапларах калатчĕ: «Пенсире пулин те арăмпа иккĕн тăрăшатпăр. Вăй çитнĕ таран ĕçлетпĕр. Ачасене пулăшма та манса каймастпăр». Сергей Витальевич мăшăрĕпе, Галина Нико-лаевнăпа, Туктамăш ялĕнче тĕпленнĕ. Вĕсем çут тĕнчене ывăлпа хĕр парнеленĕ. Ачисем, Дмитрийпа Лилия, пурнăç çулĕ çине тăнă та ĕнтĕ. Иккĕшĕ те аслă пĕлỹллĕ. Дмитрий Çĕмĕрлери патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕнче тăрăшать. Лилия Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕнче пĕлỹ илнĕ хыççăн хăйĕн специальноçĕпех тĕп хуламăрта вăй хурать. Галина Николаевна Таерова çут тĕнчене 1970 çулхи май уйăхĕн 5-мĕшĕнче Питĕркасси ялĕнче Мидушкинсен çемйинче килнĕ. Паянхи кун Галина Таерова райпо тытăмĕнче тăрăшать. Таеровсем икĕ хутлă хăтлă та капмар çуртра пурăнаççĕ. Çакă та вĕсен ĕçченлĕхне çирĕплетет мар-и?! А.САН.

​Здоровья . Удачи. Везения вашей большой семье. Приятно Вас видеть.

Сочинение учащегося рассказывает о страшных событиях Второй мировой войны.

Вложение Размер
Сочинение на чувашском языке»Всем смертям назло!» 38.5 КБ

Предварительный просмотр:

Кам тăшмана парăнмасть, ăна халах манмасть…

Вăрçă… Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи… 1418 талăк хушши кĕрлене çак харушă вăрçă. Пирĕн чечекленекен тăван çĕршыв çине 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче нимĕç фашисчĕсен эшкерĕсем систермесĕр тапăннă, лăпкă хуласене, ялсене аркатнă, сирпĕтне, çунтара-çунтара янă. Совет халăхĕ пĕр çын пек пулса Тăван çĕршыва хутелеме çĕкленне.

Вăрçăра пехотинецсем те, летчиксем те, моряксем те, разведчиксем те, партизансем те фашистсене хирĕç кĕрешнĕ.

Иртнĕ вăрçă 27 миллион çын пурнăçне илсе кайна. Вăрçа пирĕн çĕршыва пĕтĕмпе 679 миллиард тенкĕлĕх çухату кунĕ. Миçĕ шкул, больница, музей çĕрпе танлашман-ши?! Çавăн пек йывăр та хăрушă тапхăрта пĕтĕм халăх пĕр çиреп чăмăра пуçтарăннă. 130 ытла чĕлхепе калаçакан халăх пĕр ĕмĕтпе, пĕр тĕллевпе кĕрешнĕ. Çавăнпа çĕнтерне те ĕнтĕ çав ирсĕр тăшмана совет халăхе…

Шел пулин те, вăрçă ветеранесен шучĕ çулсерен чакса пырать. Пирĕн вĕсене хамăран вăй-хал çитнĕ таран пулăшмалла. Тепĕр чухне ырăпа чĕнсе калаçни те вĕсен кăмлне çĕклет, вăрçă суранĕсем çинчен манма пулăшать.

Пиртен инçех мар Гордеев Алексей Николаевич пурăнать. Вăл Хулаçырми ялĕнчи вăрçа ветеранĕсенчен пĕртен-пĕр сывă юлнă çын.

Вăрçă пуçланнă хыпара Элекçей тете Хусан хулинче илтнĕ. Çак тапхăрта вăл ремесла училищинче вĕреннĕ. Часах Элекçей тăван яла таврăнать. Ашшĕне вăрса илсе каяççе. Амăшĕ вара тăвăтă ачипе пĕччен тăрса юлать. Элекçей тете окоп та чавать, колхозра та ĕçлет. Часах вăл бригадир пулса тăрать. Бригадирта 2 çул ĕçлет.

Аслă Çĕнтерĕве вăл Берлин хулинче кĕтсе илет. Çĕнтеру çинчен калаçма пуçласан Элекçей тетен куçĕсем шывланаççĕ.

Вуланă хайлавсем тăрăх эпир çакна пĕлетпĕр: çĕнтеру кунĕ хăвăртрах çывхартас тесе аслисемпе юнашар тăрса ачасем те кĕрешнĕ. Вĕсем фронтра та, тылра та пĕтĕм йывăрлăха туссе ирттерсе тăшмана çапса аркатма тăрăшнă. Пирĕн, çамрăксен, ирĕк пурнăçа сыхласа хăварассишен паттăрла çапçăма хатĕр пулмалла. Çак хаяр вăрçă çинчен самантлăха та манмалла мар.

Вăрçă вучĕ çĕр çинче паянхи кун та сÿнмен-ха. Чечня вăрçи те хай çинчен мантармасть: террористсем алхасаççĕ, мирлĕ шăплăха пăсаççĕ.

Анне  Ку манăн анне. Манăн анне питĕ илемлĕ. Анне … ятлă, 36 çулта.  Манăн анне садикре воспитатель пулса ĕçлет. Вăл мана питĕ юратать. Яланах мана ăслă шухăшсем парать. Эпĕ хамăн аннене питĕ юрататăп.

АттеАтте  Ку ман Ку манăăн атте. В н атте. Вăăл … ятл л … ятлăă, 37 , 37 ççулта. Атте спортпа тусл улта. Атте спортпа туслăă.В.Вăăл л сантехник пулса ĕçĕçлет. Атте мана лет. Атте мана сантехник пулса шать. Вăăл та мана спортра пулăăшать. В л та мана спортра пул питпитĕĕ юратать. юратать.

Эпĕ • Эпĕ … ятлă, 10 çулта. 5-мĕш класра вĕренетĕп. Эпĕ футболла выляма питĕ юрататăп. Шкулта тăрăшса вĕренетĕп. Аннепе аттене питĕ юрататăп.

Нажмите, чтобы узнать подробности

Тӑван чĕлхе. Мĕн-ши вӑл тӑван чĕлхе? Ман шутпа, тӑван чĕлхе вӑл атте-анне, асаттепе асанне чĕлхи, эпĕ çуралнӑ çуралманах калаçа пуçланӑ чӑваш чĕлхи. Тӑван чĕлхепе калаçса эпир хамӑр шухӑш-туйӑма палӑртатпӑр, чуна уçатпӑр, кӑмӑла çĕклетпĕр. Атте-анне чĕлхи мӑн асаттесемпе асаннесен пурнӑçĕ – шӑпи çинчен аса илтерсех тӑрать, хамӑр пуласлӑх пирки шухӑшлаттарать.

Чӑваш чĕлхи — тӑван чĕлхе

Эй, челхем, анне панӑ чĕлхем,

Янӑра эс çут тĕнчере!

Ыттине çер чĕлхе хуть пĕлем,

Эсĕ ман пĕрре çеç – пĕрре

Тӑван чĕлхе. Мĕн-ши вӑл тӑван чĕлхе? Ман шутпа, тӑван чĕлхе вӑл атте-анне, асаттепе асанне чĕлхи, эпĕ çуралнӑ çуралманах калаçа пуçланӑ чӑваш чĕлхи. Тӑван чĕлхепе калаçса эпир хамӑр шухӑш-туйӑма палӑртатпӑр, чуна уçатпӑр, кӑмӑла çĕклетпĕр. Атте-анне чĕлхи мӑн асаттесемпе асаннесен пурнӑçĕ – шӑпи çинчен аса илтерсех тӑрать, хамӑр пуласлӑх пирки шухӑшлаттарать.

Сӑмахран илес пулсан, тӑван чĕлхене юратман çын ашшĕ-амӑшне тӑван халӑхне те, çĕрне-шывне те юратма пултараймасть. Эп шутланӑ тӑрӑх тӑван чĕлхе – тӑван халӑхӑн иксĕлми ӑс-тӑн çӑл-куçĕ. Çак çӑл-куçран эпир мĕн ачаран тумламӑн-тумламӑн пĕлӳ илсе ӳсетпĕр. Аннен кӑкӑр сĕчĕпе пĕрле унӑн ачаш та лӑпкӑ сассипе, вӑл сӑпка юрри шӑрантарнине илтетпĕр.

Чӑнах та, нумай çул иртрĕ пулин те тӑван чĕлхене пĕтме парас марччĕ. Чылай паллӑ ӑсчахсем, писательсемпе поэтсем чĕлхемĕр çинчен мӑнаçланса калани тĕл пулать. Тĕслĕхрен, А.Артемьев каланиех илер.

Шутлатӑп, шутлатӑп та ачана мĕн пĕчĕкрен чӑвашла калаçма вĕрентмелле. Акӑ эпĕ эпĕ 7-мĕш класа çитрĕм. Анчах та вырӑсла та, чӑвашла та тĕрĕс те яка калаçатӑп, çырма та аван пĕлетĕп. Ют чĕхесене те вĕренме тӑрӑшатӑп. Аттепе анне килте чӑваш чĕлхине сума суни, хисеплени курӑнсах тӑрать. Ытти çемьесенче «мама»,»папа» тесе чĕнеççĕ пулсан, пире аттепе анне тесе чĕнме вĕрентнĕ. Мĕнле илемлĕ, янӑравлӑ янӑрать çак икĕ сӑмах.

Çапла вара, çут тĕнчере пин-пин чĕлхе. Вĕсем хутӑшаççĕ, тупӑшаçççĕ, çывӑхланаççĕ. Пĕр-пĕрне парнесем те параççĕ, парнисем вара – сӑмахсем.

Ман чӑвашах пулас килет. Тӑван чĕлхене хисеплени хамӑртанах килет. Манӑн чĕлхем малалла та янӑрасса шанас килет. Эпĕ ӑна ĕненетĕп. Вӑл çĕр çинчен ан çухалтӑр.

Читайте также:

      

  • Сочинение где много прилагательных 8 букв сканворд
  •   

  • Юрий александрович бычков спецкор газеты советская культура сочинение
  •   

  • Сочинение на тему знакомство с лермонтовым
  •   

  • Итоговое сочинение 2021 май
  •   

  • Свобода это когда у тебя есть выбор и ты сам решаешь сочинение егэ

Понравилась статья? Поделить с друзьями:

Новое и интересное на сайте:

  • Моя семья красивое сочинение
  • Моя семья короткое сочинение на английском
  • Моя семья вов в годы сочинение
  • Моя семья во время вов сочинение
  • Моя семья в 1990 годы сочинение

  • 0 0 голоса
    Рейтинг статьи
    Подписаться
    Уведомить о
    guest

    0 комментариев
    Старые
    Новые Популярные
    Межтекстовые Отзывы
    Посмотреть все комментарии